Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е icon

Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е




Скачать 74.74 Kb.
НазваниеЧăвашла-вырăсла словарь. Анн|е
Дата конвертации26.11.2012
Размер74.74 Kb.
ТипДокументы
источник

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул


Сăмах тĕпчевĕ


«Анне»


Ĕçе пурнăçлаканĕ:

2 класра вĕренекен

Мидушкин Николай

Вĕрентекенĕ:

Ермолаева Л.Ф.


2008


Содержани:


  1. М.И.Скворцов « Чăвашла-вырăсла словарь»

  2. Н. Ашмарин « Чăваш халăх сăмахĕсем»

  3. Е.Ф. Васильева « Синонимсен словарĕ»

  4. М.Р. Федотов «Этимологи словарĕ»

  5. «Анне» сăмах ваттисен сăмахĕсенче

  6. «Анне» сăмах хайлавсенче

10. Анне çинчен çырнă сочинени

11. «Анне» сăмахпа сăмах майлашĕвĕсем

12. ÿкерчĕксем

13. Усă курнă литература


Чăвашла-вырăсла словарь.


Анн|е 1. [моя] мать, мама || материнский , мамин, материн; ~емçĕм мамочка; ~ÿ твоя мать; çĕр~е мать-земля, земля-матушка; ~е çуралнă кун мамин день рождения; ~ÿ чĕлхине хисепле уважай родной ( букв.материнский) язык; тавах, ~е, юратнăшăн фольк.спасибо, мама, за твою любовь 2. межд. Выражает сильное удивление матушки; ~ем! питне тăм илнĕ-çке! матушки! да ты обморозил лицо! ◊ çĕнĕ ~е, ~е çури диал. мачеха.


Чăваш халăх сăмахĕсем.


Анне (ан'н'э), mater mea, m. nostra, моя, наша мат. Сред.Юм. Анне кепе, унпа вăрçма йурамасть. Моя мать для меня священна ( как Кааба), с нею браниться нельзя [Изречение; Ср.тат. энкемез к'бэмез дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Епĕ анне вилнине астăваймастăп (scr. Астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан'н'э), mater mea, моя мать: аннÿ

( ан'н'ÿ, аннÿвĕ, qenet. род.п. аннĕвĕн, аннÿн) sive (или) анну (qenet. род.п. аннĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан'к'ээ), mater vestra, ваша мать. Ст.Чек. Анне килте çук-тĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности.


Синонимсем.

Анне – апай, апок, апи.


Этимологи словарĕ.


АННЕ моя, наша мать. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. (Изречение. Ср. тат. энкэмез к'бэмез дорогая наша матушка.- Из письма).

Производные формы: асанне, асланне (< аслă анне) бабушка (т.е. мать моего отца); аннеçĕм моя матушка, не так выразительно, как анемçĕм; аннев

Протяжный крик, которым зовут в лесу мать: аннев, хăрарăм-çке! Матушки, как я испугалась!

Тюркские соответствия: алт., тел., шор., леб. äнä мать, кирг., саг., кач., енä мать; туба., леб., бар., тоб., тар., каз., крым., ком., чаг.,вт., карлт., тур., уйг. ана мать; тетка (туба), почтенная женщина; матрона; сама (каз.); главная часть вещи (тур.)

Тунгусо-маньчжурские формы: эн'ин, эн'э (ан'é ~ ен'е ~энэ), энэн, энэ, эннэ и др. мать; самка ( рыбы, зверя, птицы). Др.-тюрк. апа, як. ийэ мать.


Ваттисен сăмахĕсем.


Атте аннерен хакли никам та çук тĕнчере.

Атте-анне ятне ярас мар.

Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр.

Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

Атте–аннерен хакли çук.

Атте-анне пурри – телей.

Атте-анне пурри – ăраскал.

Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ.

Атте-анне пилĕ пурнăç парать.

Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет.

Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухакан пуçне çухатнă.

Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче.

Атте-анне пурри – пуянлăх.

Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать.

Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре.


Хайлавсем.

А. Ильин « Анне» (сăвă)

Г. Мальцев « Анне уявĕ» (хайлав)

А. Отачкин « Ку вăл пирĕн юратнă анне» (сăвă)

Р. Сарпи « Тăван аннене суйламаççĕ» (сăвă)

А. Орлов « Хĕвел шевли – анне кули…(сăвă)

П. Хусанкай « Анне» (поэма)

В. Давыдов-Анатри « Анне манна çунат пиллет …»

Ухсай Яков « Атте-анне» (сăвă)

Турхан Яккăвĕ «Анне» (сăвă)


Сăмах майлашĕвĕсем.


Юратнă анне, тăван анне, манми анне, юратса ÿстерекен анне, аннен ăшă кăмăлĕ, анне чĕри, аннен ырă чунĕ, анне ăшши, анне юратăвĕ, анне кăмăлĕ, анне пилленĕ çунат, анне пурри-пуянлăх, анне чĕлхи, анне шăпи, анне тĕрекĕ, анне куççулĕ, анне телейĕ…


Сочинени.

Чи çывăххи, чи шанчăкли.


Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет.

Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче.

Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем.

Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын.


Сочинении

Анне чĕрĕ пулсан эпир те чĕрĕ


Анне – пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Анне – халăхăн шанчăкĕ, чысĕ, мухтавĕ. Çул пуçăсемпе паттăрсем, сăвăçсемпе ăсчахсем тем пек аслă пулччăр – пур пĕрех анне вĕсенчен çÿлерех тăрать. Лешсем вара унăн ачисем кăна. Вăл вĕсене çуратнă, кăкăр ĕмĕртнĕ, сăпкара сиктернĕ, лăпкаса ÿстернĕ, çунат парса çÿлелле вĕçтернĕ. Ывăлĕ-хĕрĕн кашни çитĕнĕвĕнче – амăшĕн çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – амăшĕн савăнăçĕ, кашни кулянăвĕнче – амăшĕн кулянăвĕ.

Ĕмĕрсем халăх хĕрарăма мухтаса, ăна хакласа питĕ нумай ăслă сăмах каланă. Чăвашсен те сахал мар ун йышшисем: «Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать», «Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре».

Шупашкар варринче, Аслă Атăл кури хĕрринче «Управçă анне» палăк мăнаçлăн ÿссе çĕкленчĕ. Ăна халăхăмăр ниме йĕркипе укçа пухса кĕске вăхăтра туса лартрĕ. Çак монумент – пирĕн йăхташăмăрсен хăйсене çуратса пăхса ÿстернĕ çынна вĕçĕхĕррисĕр юратнине, хисепленине, парăннине çирĕплетекен питех те пархатарлă тĕслĕх.

Аннемĕр чăваш ÿнерĕн ытти тĕсĕсенче те самаях анлăн сăнласа юлнă. Уйрăмах ку енĕпе сăмахлăх уйрăлса тăрать. Хĕрарăма сăнарлакан хайлавсем Октябрь пăлхавĕчченех йышлă çуралаççĕ. Пысăк калăплă жанрсенчен И.Юркинăн «Мул» повеçĕ, Турхан Яккăвĕн «Варуççи»,

Н. Шупуççыннин «Янтрак янтравĕ», К. Ивановăн «Нарспи» поэмисем палăрса тăраççĕ. Чăваш поэзийĕнче «Анне» ятлă пĕрремĕш сăвва Турхан Яккăвĕ çырать. Çав саманари чăваш амăшĕн салхуллă сăнарне автор ача куçĕпе, ача чунĕпе чĕрене тивмелле ÿкерсе кăтартать.

Пирĕн халăх аннене чăннипех те сăваплă та асамлă çын вырăнне хунине, ăна яланах пуç тайса тав туса тăнине хамăрăн мухтавлă аслă ăсчахăмăр Г.Н.Волков та хăйĕн ĕçĕсенче темиçе те палăртать. «Анне – пурнăçра чи чыслă та пархатарлă тема. Тĕнчипех вăл çавнашкал. Апла пуллин те чăвашшăн çак тема темле тарăнрах шухăшпа çыхăннă, мĕншĕн тесен халăх хăйĕн йăли-йĕркинче аннене Турăпа тан шутлать, ăна уйрăмах пысăк вырăна хурать».

Çапла, питех те тĕрĕс те вырăнлă калать Геннадий Никандрович. Анне – чăвашшăн çутă та ялтравлă ят. Çĕр-çĕр çул çапла пулнă вăл, халĕ те çаплах, ÿлĕм те çаплах пулĕ.





Анне манна çунат пиллет,

Ытарайми чĕкеçĕм, тет.

Чĕкеçĕм, тет, ăс вĕрентсе,

Ăс вĕрентсе, хисеплесе.





Анне манна телей пиллет,

Çурхи чипер хĕвелĕм тет,

Хĕвелĕм, тет юратнипе,

Юратнипе, савăннипе.





Анне манна кун-çул пиллет,

Тăван кил-çурт тĕрекĕ тет,

Тĕрекĕ тет, куçран пăхса.

Куçран пăхса, чунтан шанса.

В.Давыдов-Анатри.



Кам пире мĕн пĕчĕкрен

ÿстерет савса куллен?

Вăл – анне, тăван анне.

Тавтапуç сана, анне!

А.Ильин.





Хĕвел шевли – анне кулли,

Анне сасси – чĕкеç юрри.

Анне пулсан – телей тулли,

Чи хаклă мул – анне пурри.

А.Орлов.


Усă курнă литература.


  1. Артемьев Т.В. «Тăван сăмах»: 4-мĕш класс вали/- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1998.

  2. Ашмарин Н.И. «Чăваш халăх сăмахĕсем».- Етĕрне – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1928 – 1950.

  3. Васильева Е.Ф. «Синонимсен словарĕ».- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1983.

  4. Лукоянов Г.В., Маслова Н.Н. Çеçпĕл: Хушма вулав кĕнеки: 1-мĕш класс вали. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2000.

  5. Михайлов В.М., Михайлова З.П. Сочиненисем. Шупашкар, 2000.I пайĕ.

  6. Скворцов М.И. «Чăвашла-вырăсла словарь»

  7. Федотов М.Р. «Этимологический словарь чувашского языка». В 2-х тт. Т.1.А-Р. Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 1996.




Похожие:

Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconУрок Цели
Словарь: русского языка” под редакцией Ожегова, словарь синонимов, словарь антонимов, фразеологический словарь
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconАнгло-русский словарь словарь Словарь

Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconСамым большим словарем
Вильгельмом Гриммами в 1854 г. Он был закончен в 1971 году. Словарь, объем которого составил 34519 страниц, был издан в 33 то­мах....
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconВыпуск №1 Понятийный словарь
...
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconСправочник по русскому языку. Русско-чувашский словарь. Русские писатели. Библиографический словарь
Справочная литература, используемая в учебно-воспитательной работе с учащимися школы
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconИскусство энциклопедический словарь юного зрителя
Словарь рассказывает об истории развития театра, эстрады, кино, телевидения и их важной воспитательной роли, о творчестве выдающихся...
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconКурс лекций по русской истории и другие материалы Исторические источники по Всемирной истории и истории России с древности до наших дней
Термины (общий словарь, словарь титулов, званий и чинов, словарь терминов и понятий по русской истории VI-XVII веков, XVIII-XIX веков)....
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconСловарь егэ
Свободно ориентироваться в пространстве егэ поможет специально созданный Толковый словарь терминов егэ
Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconЭнциклопедические словари: большой Российский энциклопедический словарь новый иллюстрированный энциклопедический словарь большая Российская энциклопедия естествознание математика физика биология химия русский язык всемирная история города России

Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е iconСправочники и словари, энциклопедии
Ожегов. Толковый словарь русского языка Словообразовательный словарь русского языка (1,2)
Разместите кнопку на своём сайте:
Документы


База данных защищена авторским правом ©uch.znate.ru 2000-2013
При копировании материала обязательно указание активной ссылки открытой для индексации.
обратиться к администрации
Документы